Глава Чувашии Михаил Игнатьев поздравляет с Днем российского студенчества

Хаклă туссем!

Сире Раҫҫейри студентсен кунĕ ячĕпе чунтан саламлатăп!

Студент ҫулĕсем – чи интереслĕ, хаваслă, ҫав вăхăтрах питĕ яваплă тапхăр. Паян эсир – обществăн чи хастар, ҫутă, ырра шанакан, ҫаврăнăҫуллă тата пултаруллă, шухăш-тĕллев хăюлăхĕпе уйрăлса тăракан пайĕ. Сирĕн пуҫарулăх, ҫĕннине ҫул парас, тĕнчене лайăхлатас кăмăлăр тапса тăрать. Эпир Чăваш Енĕн пултаруллă, тĕллевсене пурнăҫлама ăнтăлакан, анлă тавракурăмлă ҫамрăкĕсемпе мăнаҫланатпăр, сире шанатпăр, воспитание, ăс-хакăлпа ӳт-пӳ аталанăвне питĕ пысăк инвестицисем хыватпăр, сирĕнпе уҫҫăн калаҫма тата пархатарлă тĕллевсемпе алла-аллăн ĕҫлемешкĕн яланах хатĕр.

Аслă ăру мĕн лайăххине хывса хăварнă – сирĕн вĕсене малалла тăсмалла, обществăри тăнăҫлăха упраса ырă улшăнусене тивĕҫтермелле. Тăрăшулăхăр сирĕн умра ҫĕнĕ горизонтсем уҫма, мĕн пур ĕмĕт-тĕллеве пурнăҫлама пулăшасси пирки иккĕленместĕп.

Сире ҫирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват, вĕренӳре тата ырă мĕн пур пуҫарура ăнăҫу сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                      Михаил Игнатьев

 

 

Дорогие друзья! 

От всей души поздравляю вас с Днем российского студенчества!

Студенческие годы являются самым интересным, веселым, при этом ответственным периодом.

Сегодня вы самая активная, яркая, позитивная, энергичная, творческая часть общества, отличающаяся смелостью идей и замыслов. Вы полны энтузиазма и желания создавать новое, чтобы изменить мир к лучшему.

Мы гордимся целеустремленной и талантливой молодежью Чувашии, верим в нее, вкладываем огромные инвестиции в воспитание, интеллектуальное и физическое развитие молодого поколения и всегда открыты для диалога и созидательного сотрудничества.

Вам предстоит продолжить все то лучшее, что заложило старшее поколение, добиться дальнейших добрых перемен, сохраняя стабильность в обществе.

Убежден, что ваше усердие непременно откроет перед вами новые горизонты, поможет осуществить все планы и мечты.

Желаю вам крепкого здоровья, неиссякаемой энергии, успехов в учебе и во всех ваших добрых начинаниях.

 

Глава Чувашской Республики                      Михаил Игнатьев

 

Источник: Министерство образования и молодежной политики Чувашской Республики